Ял пурнӑҫӗ
Санарпуҫӗнчи пӗве тасалать Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫӗнче пурӑнакансем кӗр кунне, урамра юр выртнине пӑхмасӑрах ялти пӗвене тасатма тытӑннӑ. Вӑл пушартан-мӗнрен те, выльӑх-чӗрлӗхе шӑварма та ҫулла ялта пӗве кирлех. Санарпуҫ ял тӑрӑхӗнчӳ чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӗҫе йӗркелесе яраканни асӑннӑ тӑрӑхри Ҫӗньял Хапӑсра ҫуралнӑ Владимир Алексеев контрл-адмирал. Вӑл Мускав облаҫӗнчи юханшыв транспорт предприятине, «Порт Коломна» ятлӑскере, ертсе пырать. Мусав облаҫӗнчи Коломна хулинче пурӑнать пулин те тӑван тӑрӑхне май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Чӑн та, пӗве тасатассипе ҫыхӑннӑ пӗтӗм тӑкака ҫав ҫын хӑй ҫине илнӗ. Ӗҫе пурнӑҫлассине вырӑнти хастарсем — Николай Ивановпа Владимир Иванов — ертсе пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Эльба пахчи текен чарӑнура анса юлакансене унти автобус чарӑнӑвӗн тӑрӑмӗ пӑшӑрхантарать. Вӑл Хуракасси енне каякан ҫул ҫинче тӑрса юлать. «Ҫула тытса тӑма хыснаран уйӑрнӑ укҫа-тенке усӑ курса йывӑҫран тунӑ павильона сӳтсе пӑрахса суйлав умӗн ҫӗнӗ архитектура сооруженийӗ вырнаҫтарчӗҫ», — тесе пӗлтерет Чӑваш халӑх сайтне унти лару-тӑрӑва пӗлекен Герман Волгин. Чарӑну туса хунӑ павильона аял енчен те, ҫул енчен те ҫил вӗрмелле лартса хӑварнине кура автобус кӗтсе тӑракан кинеми-мучисене кӑна мар, вӑйпиттисене те кӗрхи тата ҫурхи юрлӑ-ҫумӑрлӑ кунсенче тата хӗлле чӗр нуша килесси каламасӑрах паллӑ. Унтан-кунтан хушӑк хӑварнӑскерте ҫумӑртан та, тӑмантан та, витӗр ҫилтен те хӳтӗленеймӗн. |
Ял пурнӑҫӗ
Шупашкар районӗнче ҫамрӑксем валли каҫхи дискотека йӗркелеме пуҫласшӑн. Культура учрежденийӗсенче ташӑ каҫӗсем йӗркелессине сӳтсе явнӑ май райадминистрацин культура, туризм тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Екатерина Кириллова дискотека ирттерме май пуррипе ҫуккине тишкернине пӗлтернӗ. Кунта техника енчен май пуррипе пӗрлех видеосӑнав ӗҫленипе ӗҫлеменнине те шута илмелле. Йӗрке хуралҫисем вара каҫхи дискотекӑсене хапӑлах мар. РФ Шалти ӗҫсен министерствин полицин участокри уполномоченнӑйӗсен тата ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов Ишлейри тӗслӗхе илсе кӑтартнӑ. Ташӑ каҫӗсене йӗркеленине кура суту-илӳ точкисем те ҫурҫӗрчченех ӗҫлеҫҫӗ иккен. Янӑшрине вара асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Грачев ырӑ енчен асӑнса хӑварнӑ. Унта канмалли кунсенче ҫурҫӗр иртни пӗрреччен ташлаттараҫҫӗ пулин те йӗркене пӑсмаҫҫӗ. Культура учрежденийӗн ертӳҫи ют ҫынсене курсанах вӗсем ӑҫтан килнипе кӑсӑкланать имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Шӑнкӑртам ялӗ Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра референдум иртнӗ. Ҫынсен шухӑшне пухма йӗркеленӗ участоксем ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа каҫхи саккӑрччен уҫӑ пулнӑ. Сасӑлава 4 вырӑнта йӗркеленӗ: Шӑнкӑртамри 3 участокра тата Ксыл-Камышри 1 участокра. Рефрендума хутшӑнма тивӗҫҫисен списокне 4018 ҫынна кӗртнӗ. Сасӑлава пынисен пӗртен пӗр ыйтӑва хуравлама тивнӗ: «2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кашни хуҫалӑхран ҫулталӑкне 1000 укҫа пуҫтарма эсир килӗшетӗр-и?» Вӑл укҫана вырӑнти ыйтусене татса пама ярасшӑн: каҫхине урамсене ҫутатса тӑма, йӑлари ҫӳп-ҫапа турттарма, автомобиль ҫулӗсене тытса тӑма, пушара хирӗҫ мероприятисем йӗркелеме. Ытларах пайӗ укҫа пуҫтарма килӗшнӗ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек референдума пирӗн республикӑра пуҫласа ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Пушар машини ҫула тухма хатӗр Шупашкар районӗнчи Ишлей ял тӑрӑхӗнче пушар хуралӗ йӗркеленӗ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекен урапасене пур муниципалитет та тытса тӑраймасть: ун валли укҫа та, вырӑн та, техника та, штат та кирлӗ. Ишлейсем хӑйсен пушар хуралне иртнӗ эрне вӗҫӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрурах уҫнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтермелли урапана «Ишлейское» пушар хуралӗн харпӑрлӑхне куҫарса панӑ. «АРС-14» маркӑллӑ урапана малтан юсанӑ. Халӗ ишлейсен хайсен посчӗ пур. Инкек сиксе тухсан урапа Ишлей ял тӑрӑхенчи ялсене кӑна мар, Кӑшавӑш, Ҫӗньял Покровски, Атайкасси, Вӑрман Ҫӗктер тӑрӑхӗсене те тухса вӗҫтерӗ. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, Ишлейра муниципалитетӑн пушар хуралне йӗркелени асӑннӑ тӑрӑхри ялсем район центрӗнчен, Кӳкеҫрен, аякра вырнаҫнипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче уяв иртнӗ. Халӑх ял праҫникне паллӑ тума пухӑннӑ. Ял самаях пысӑк. Унта 305 кил шутланать, 444 ҫын пурӑнать. Малтанах вӗсене Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Егоров саламланӑ. Унтан Шаккӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ираида Андреева сӑмах илнӗ. Ираида Андреева общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ ҫынсене — Галина Даниловӑна, Николай Данилова, Олег Кошкина, Николай Антонова, Петр Иванова, Вячеслав Иванова — тав ҫырӑвӗпе тата пылак парнепе чысланӑ. Пӗрле нумай ҫул пурӑннӑ мӑшӑрсене те палӑртнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесене те чысланӑ: Григорьевсене, Даниловсене, Кошкинсене, Павловсене. Ял ҫыннисене концертпа савӑнтарнӑ. Унта ытти ялтан килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Кайран ял халӑхӗ шӳрпе ҫинӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ӗнер ял уявӗ иртрӗ. Ӑна спортпа ҫыхӑнтарчӗҫ. Сӑлтавӗ те ҫук мар — ку ялта спортпа туслӑ ҫынсем сахал мар. Спорт мастерӗсене ял сахал мар ӳстернӗ. Чи малтанах спорт уявне ачасем уҫрӗҫ — вӗсем ӑмӑртмалла велосипедпа ярӑнчӗҫ. Шкула каяканнисем те, ача пахчине ҫӳрекенсем те педаль ҫавӑрчӗҫ. Ял уявӗ вырӑнти тӳре-шарасӑр иртмерӗ. Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Иванов пухӑннӑ халӑха уяв ячӗпе саламларӗ, ялти хастар ҫынсене хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Уйрӑм парне ялти чи ватӑ кинемее лекрӗ. Ӑна вӑрӑм кун-ҫул тата ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ. Ял уявне вӗтӗ ҫумӑр пӗрре те кансӗрлемерӗ, ял халӑхӗ пӗчӗк концертра савӑнчӗ. |
Сумлӑ сӑмах
Ял пурнӑҫӗ
Польшӑран – улма-ҫырла, Укаринӑран - сӗт, сӗткен, соя, Молдовӑран консерв илсе килме чарӗҫ. Вӗсене тата ытти хӑш-пӗр ҫимӗҫе пирӗн лавккасенче сутма юрамасть. Ҫакна Роспотребнадзор тата ытти ведомство ӗҫченӗсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Тӗрӗслев ҫирӗп пулсан та Польшӑран илсе килнӗ панулми, Турцирен кӳрсе килнӗ иҫӗм ҫырли сутнине тупса палӑртаҫҫӗ. Вӗсене килограмӗ-килограмӗпе туртса илсе тӗп тӑваҫҫӗ. Халӗ чылай лавккара Раҫҫейре ҫитӗнтернӗ панулми курма пулать. Вӗсене пирӗн пата Краснодартан кӳрсе килеҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре те панулми йӑтӑнать кӑна. Кашни килте тенӗ пекех улмуҫҫисем ҫӗре ҫите усӑннӑ. Ниҫта чикме пӗлмеҫҫӗ вӗсене ҫынсем, ирӗксӗрех ҫырманалла турттараҫҫӗ. Раҫҫейӗн халӗ хӑйне хӑй тӑрантармалла. Апла пулсан мӗншӗн ӑнса пулна панулмине сая ямалла? Элӗкре ав тутлӑ повидло пӗҫереҫҫӗ, сутлӑха кӑлараҫҫӗ. Унта ҫынсенчен панулми пуҫтараҫҫӗ пулӗ-ха. Анчах кашниех конторӑна ҫитме пултараймасть. Нумаях пулмасть пахчаран ҫӗрме пуҫланӑ панулмине ҫырмана турттарнӑ чухне пуҫра шухӑш явӑнчӗ: мӗншӗн ял тӑрӑх ҫӳресе ӑна пуҫтармаҫҫӗ-ха? |
Ял пурнӑҫӗ
Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Огонек ялӗнчи ҫынсем уява пухӑннӑ. Ялта халӑх йышлӑ мар, ҫапах пӗрле уяв йӗркелесе вӗсем туслӑхӗ ҫирӗп пулнине кӑтартнӑ. Уява Шӑрттан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Моисеев уҫнӑ. Ял ҫыннисене саламламашкӑн ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Павлов та ҫитнӗ. Йӗпреҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Фадеев, социаллӑ хӳтлӗх пай пуҫлӑхӗ Римма Июдина та тухса калаҫнӑ. Владимир Андреева, Сергей Сапожникова, Надежда Семеновӑна хастарлӑхпа палӑрнӑшӑн Йӗпреҫ район администрацийӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ. Сергей Моисеев яла хӑтлӑх кӗртес ӗҫре нумай тӑрӑшакансене тав хучӗ панӑ. Уяв концертпа тӑсӑлнӑ. Огонек ҫыннисене Шӑрттан ялӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ял пурнӑҫӗ
Пулаҫҫӗ вӗт ҫынсем — пуринпе те ҫапӑҫса ҫӳрекенсем. Пирӗн ялта, Трак тӑрӑхӗнче, (ялне палӑртмастӑп, атту ҫак ҫын киле вӑрҫӑнма килӗ, унран темӗн те кӗтме пулать) тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑм, 70-е ҫитнӗскер, пурӑнать. Ку вӑхӑтра лӑпкӑ пурнӑҫпа, мӑнуксемпе киленмелле пек. Анчах вӑл ҫил-тӑман пек авӑрттарса-ҫавӑрттарса ҫӳрет. Ялта вӑл вӑрҫӑнман ҫын та юлмарӗ пуль. Юрать, кӳршӗллӗ пурӑнмастпӑр, унсӑрӑн пӗр кун та лӑпкӑ ҫывӑраяс ҫук. Кӳршисем пирки ахальтен мар сӑмах пуҫларӑм-ха. Лешсем вырӑнпах выртакан ашшӗ патне хуларан килсе ҫӳреҫҫӗ. Ку хӗрарӑм ҫапӑҫмалли сӑлтав кӑна шыраса ҫӳрет. Пӗр кунхине вӑл кӑшкӑрашни пирӗн патах илтӗнче. Хальхинче ӑна кӳршӗсен пахчинче ӳсекен лаштра пысӑк йӑмра килӗшмен-мӗн — унӑн пахичнелле туратсем тӑкӑнса тарӑхтараҫҫӗ. Тепӗр тесен, саккуна шута илес тӗк, вӑл тӗрӗс асӑрхаттарнӑ. Халӗ ҫын пахчинчен темиҫе метрта ҫеҫ йывӑҫ лартма юрать-ҫке-ха. Анчах ку ҫур ял илтмелле кӑшкӑрашмалли сӑлтав мар вӗт. Ку ыйтӑва лӑпкӑн, пӗрле сӳтсе явса татса пама пулать. Ҫук вӗт, унӑн янӑрашмалла. Пӗр-ик черкке сыпсан ун ҫывӑхне ан та пыр – хирӗнмелли сӑлтав тупатех. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |